Республикӑра Ҫӗнтерӳ уявӗ ҫывхарни сисӗнет. Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пӗчӗк ачасем парада тухнӑ. Вӗсем Хӗрлӗ тӳреме пухӑннӑ.
Ҫамрӑк армеецсемпе тата кадет класӗсемпе пӗрле ача пахчине ҫӳрекен шӑпарлансем те парада тӑнӑ. Унта Шупашкарти 105 ача пахчинчи 1,5 пин ача хутшӑннӑ.
Шӑпӑрлансем тӗрлӗ форма тӑхӑннӑ. Моряксем, десантниксем, ҫалавҫӑсем парада тухнӑ. Ку акци кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртнӗ. Пӗлтӗр ӑна пӗрремӗш хут йӗркеленӗ. Ун чухне акцие 700 ача хутшӑннӑ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Шупашкарта «Ҫӗнтерӳ кунӗ» юрра халӑхпа пӗрле шӑрантарнӑ. Малтанах мероприяти 18 сехетре иртессине пӗлтернӗ. Кайран ӑна 19 сехет ҫине куҫарнӑ.
Давид Тухмановӑн тата Владимир Харитоновӑн юррине кашниех шӑрантарма пултарнӑ.
Мероприятие солистсем, хорсем, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех вокал студийӗсем, пултарулӑх ушкӑнӗсем пулнӑ. Кашнинех Раҫҫейӗн хутран тунӑ ялав тыттарнӑ, ун хыҫне юррӑн текстне ҫырнӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӳ кунӗ» флэшмоб Шупашкарта пӗлтӗр пӗрремӗш хут иртнӗ. Ун чухне Республика тӳремне 7 пин ытла ҫын пухӑннӑ. Ку йӑлана Дон синчи Ростов хулинче пуҫарнӑ.
Вӑхӑт пулсан Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та «Вилӗмсӗр полк» акцие хутшӑнӗ. Кун пирки вӑл ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче журналистсене пӗлтернӗ. Пресс-конференцире Михаил Игнатьев каланӑ тӑрӑх, акцие хӑй хутшӑнаймасан та унӑн ывӑлӗ тухатех. Ҫакна Элтепер вӗсен ҫемйи патриотизм туйӑмӗллӗ пулнипе, Раҫҫей Федерацине, Чӑваш Республикине юратнипе сӑлтавланӑ.
Аса илтеретпӗр, Ҫӗнтерӳ кунӗнче Шупашкарта иртекен «Вилӗмсӗр полк» акцие тӗп хулара пурӑнакан 10 пин ытла ҫын хутшӑнма палӑртнӑ.
Ҫавӑн вӑхӑтӗнче ҫынсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ тӑванӗсен транспаранчӗсене йӑтса утӗҫ. Акцие кашниех хутшӑнма пултарать. Кун валли штендер, салтакӑн сӑнӳкерчӗкне хатӗрлемелле. Сӑнӳкерчӗке Шупашкарти «Гранит» типографире тӳлевсӗрех пичетлеҫҫӗ. Акци Республика тӳремӗнче 12 сехетре пуҫланӗ. Колонна тӳремрен Президент бульварне тухӗ. Пӗлтӗр акцие 10 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Кӑҫал вӗсен йышӗ тата нумайланасса шанаҫҫӗ.
Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» асӑну комплексӗнче патриотлӑх акцине ирттернӗ. Унта шкул ачисем хутшӑннӑ. Ку мероприяти ҫамрӑксемпе ачасенче патриотлӑх туйӑмне аталантарма пулӑшать.
«Георги хӑйӑвӗ» ятлӑ вӑл. Мероприятие Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов уҫнӑ. Вӑл вӑрҫӑра пуҫ хунӑ паттӑрсене пирӗн ас тума тивӗҫ пулнине палӑртнӑ. Леонид Ильич Шупашкарта вӑрҫа хутшӑннӑ 486 ҫын пурӑннине каланӑ. Тӗп хулара паянхи кун тӗлне 3960 тыл ӗҫченӗ пурӑнать.
Ачасем Ҫар Мухтавӗн монуменчӗ патне чечексем хунӑ. Унтан 1000 ытла шӑпӑрлан Георги хӑйӑвӗ евӗр ӳкерчӗк тытса пысӑк хӑю евӗр тӑрса тухнӑ.
Акци вӑхӑтӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче паттӑррӑн вилнисене, хыпарсӑр ҫухалнисене аса илнӗ. Пӗлтӗр Ржев хули ҫывӑхӗнче Чӑваш Енре ҫуралнӑ Борис Егорович Тихонов салтакӑн виллин юлашкийӗсене пытарнӑ. Ӑна шырав отрячӗ тупнӑ.
Ҫӗнтерӳ кунӗнче «Вилӗмсӗр полк» акци Шупашкарта та иртӗ. Унта тӗп хулара пурӑнакан 10 пин ытла ҫын хутшӑнма палӑртнӑ.
Ун чухне ҫынсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ тӑванӗсен транспаранчӗсене йӑтса утӗҫ. Акцие кашниех хутшӑнма пултарать. Кун валли штендер, салтакӑн сӑнӳкерчӗкне хатӗрлемелле. Сӑнӳкерчӗке Шупашкарти «Гранит» типографире тӳлевсӗрех пичетлеҫҫӗ.
Акци Республика тӳремӗнче 12 сехетре пуҫланӗ. Колонна тӳремрен Президент бульварне тухӗ. Пӗлтӗр акцие 10 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Кӑҫал вӗсен йышӗ тата нумайланасса шанаҫҫӗ.
Палӑртса хӑварар: акци пӗрремӗш хут Томск хулинче 2012 ҫулта иртнӗ. Унта 6 пин ытла ҫын 2 пин ытла сӑнӳкерчӗк йӑтса утнӑ. Тепӗр ҫулхине акцие Раҫҫейри 120 хулара ирттернӗ. Пӗлтӗр вара акцие 15 ҫӗршыв хутшӑннӑ.
Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн ветерансене савӑнтарасшӑн. Ҫу уйӑхӗн вӗҫӗччен республикӑра пурӑнакан 190 ветерана ҫурт-йӗр илмешкӗн сертификат парӗҫ.
Хальлӗхе ҫурт-йӗре лайӑхлатмашкӑн Чӑваш Енре 200 ытла ветеран черетре тӑрать. ЧР ӗҫлев тата социаллӑ политика министрӗ Сергей Димитриев ҫу уйӑхӗн вӗҫӗччен пурте сертификата тивӗҫессине пӗлтернӗ.
Ҫӗнтерӳ кунӗччен черетре тӑракан ветерансен 95 процентне ҫӗнӗ ҫуртпа тивӗҫтерме палӑртнӑ. Ҫапла майпа ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен 190 ветеран ҫӗнӗ хваттерлӗ пулӗ.
Сӑмах май, Ҫӗнтерӳ кунӗнче республикӑра 2500 мероприяти ирттерме палӑртнӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе вӑхӑт хыҫран хыҫа юлса пырать. Апла пулин те ӑна асра тытни паха. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ те ҫак ятпа ятарлӑ концерт йӗркелеме шут тытнӑ. Ыран, ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, унта «Не покидай меня» (чӑв. Ан пӑрахсам мана) ятпа уяв концерчӗ иртмелле.
18 сехетре пуҫланакан мероприятин малтанхи пайне ҫарпа патриотизм темипе ҫыхӑннӑ юрӑ-сӑвӑран хатӗрленине пӗлтереҫҫӗ. Унта Арсентий Димитриев, Александр Демидов, Василий Иванов, Надежда Кузьмина, Анна Кудряшова, Эмилия Назарова, Алексей Степанов хутшӑнӗҫ. Концерта режиссер тата сценарист пулса Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Иван Иванов лартнӑ. Художникӗ — Светлана Зверева.
Уяв концертне «Ан пӑрахсам мана» спектакль вӗҫлӗ.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ умӗн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ҫынсене тата ветеранпа танлаштарнисене парнесемпе савӑнтарӗҫ. Пӗлтӗр вӗсене кӑштах укҫан хавхалантарнӑ. Кӑҫал та ырӑ ҫак йӑлана пӑхӑнӗҫ-ши?
Шупашкар хула администрацийӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнтерӳ умӗн хула хыснинчен ветерансем валли укҫа уйӑрӗҫ. Ҫу уйӑхӗнче республикӑра пурӑнакан ветерансене тата ҫак статуса панӑ ҫынсене 500 тенкӗпе хавхалантарӗҫ.
Шупашкарта кунашкал хавхаланӑва 4669 ҫын тивӗҫме пултарать. Укҫана почта уйрӑмӗ урлӑ илме май пур. Пенсие киле илсе килеҫҫӗ пулсан 500 тенке те ҫитерӗҫ.
«Палӑка ишсе антарса ФАП ҫӗклеҫҫӗ» ятпа Чӑваш халӑх сайчӗ Елчӗк районӗнчи ҫӗнӗ эйпеҫсен пшӑрханӑвне пӗлтернӗччӗ.
«Аслӑ Ҫӗнтерӳ умӗн республикӑра ветерансене, вӑрҫӑра вилнисене халалланӑ палӑка ишсе антарнӑ. Ун вырӑнне фельдшерпа акушер пункчӗ лартасшӑн», — тесе хыпарланӑччӗ ун чух. «Халӑх вырӑнти влаҫ хӑтланӑвне сивлесе РФ культура министрӗ патне ҫыру янӑ. Администраци вара ку йышӑнӑва халӑх тунине ҫирӗплетет. Ял палӑксӑр юлмассине калать. Ҫӗннине ҫӗнӗ вырӑнта тӑвӗҫ-мӗн», — ҫапларах пӗлтернӗччӗ ҫав хыпарта.
Чӑн та, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ялта ҫӗнӗ стелла вырнаҫтарса лартнӑ. Вӑл Культура ҫурчӗ умӗнчи лаптӑка йышӑннӑ. Гранитпа мрамортан хатӗрленӗ палӑка савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче уҫӗҫ.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ ҫывхарнӑ май республикӑри район-хулана илемлетме тытӑнӗҫ. Шупашкарта ҫак уяв тӗлне икӗ тачанка вырнаҫтарасшӑн.
Пулемет тачанкисене «Ҫӗнтерӳ» асӑну комплексӗнче тата Чапаев скверӗнче лартасшӑн. Арт-объектсемпе хулана илем кӳресшӗн.
Ахӑртнех, Граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчи тачанкӑсемпе кашнинех ҫывӑхрах паллашас килӗ. Ҫӗнӗ арт-объектсем Чапаев музейӗнчи пекех пулӗҫ. Вӑрҫӑра унпа «Максим» пулемета куҫарса ҫӳренӗ.
Тачанкӑна 2-3 лаша кӳлнӗ. Унпа лаша ҫарӗнче ытларах усӑ курнӑ. Тачанкӑсем патӗнче хула ҫыннисем сӑн ӳкерӗнме пултарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Будниченко Лариса Александровна, вырӑс чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Кӗҫӗнни Григорий Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |